Чӑваш чӗлхи
![]() Олег Николаев Элтепер пабликӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева чарӑнусен ячӗсене чӑвашла вулаттарасшӑн. Ҫакӑн пек комментарие республика ертӳҫин пабликӗнчи постсенчен пӗрин айӗнчи комментарипе пӗри ҫырса хунӑ. «Паян 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 956-мӗш номерлӗ троллейбусра чарӑну ячӗсене чӑвашла, анчах чӑвашла мар акцентпа каланине илтрӗм. Олег Алексеевич, чарӑну ячӗсене сире чӑвашла вулама сӗнетӗп. Ку вӑл чӑвашла калаҫакан ҫын наци культурине витӗм кӳни пулӗ. Ку вӑл Раҫҫейре ҫук опыт пулӗччӗ. Чӑваш чӗлхи пире пӗрлештерет. Эпир чӑвашла калаҫассишӗн! Эсир шупӑр тӑхӑнсан эпир хамӑра тата мӑнаҫлӑрах туйӑттӑмӑр», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енре ача пахчинчех тӑван чӗлхепе культурине вӗрентес тӗллевпе вӗрентӳ системине улӑштарасшӑн. Хамӑр патри специалистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ маиериалӗсем кӗҫех республикӑри пур ача пахчине те ҫитӗҫ. Проект сӑнав шайӗнче Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче старт илнӗ ӗнтӗ. Унта ачасем ҫӗнӗ пособисемпе, ӗҫ тетрачӗсемпе, вӑйӑсемпе паллашаҫҫӗ. Кӗркунне вӗҫлениччен ача пахчисене ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсен комплекчӗ ҫитӗ: «500 сӑмах» словарь, «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» кӗнеке, «Ҫулталӑк хушши» сӑрламалли кӗнеке. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк, чӗрчунсен тӗнчипе ҫыхӑннӑ дидактика материалӗсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Конактри» сӑн Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Николаева Хусанта иртекен «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне хутшӑнать. Людмила Петровна – ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ педагог. Вӑл унӑн урокӗсем ачасене савӑнӑҫ кӳччӗр тесе тӑрӑшать. Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Автор сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те вырӑс чӗлхи анлӑн янӑрать те, ялсенче те ача-пӑча вырӑсла калаҫнинчен тӗлӗнме те пӑрахрӑмӑр пулӗ. Паян Муркаш районӗнчи (халӗ муниципаллӑ округ теме юратаҫҫӗ-ха) Кӳстерекре пулма тӳр килчӗ. Унти лавккана кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑнине курсан чун савӑнчӗ. Пӗлтерӳ авторӗ — Шурчари ветеринари пункчӗ. Хыпарта ялти ҫынсен ӗнисемпе виҫӗ уйӑхран иртнӗ пӑрӑвӗсене туберкулез чирӗнчен укол тума килессине пӗлтернӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асаматӑн «Акатуй сӑввисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ. Ӳнерҫисем – Мария Ермолаевӑпа Екатерина Васильева. Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чӑваш радиопа телевиденийӗнче, Чӑваш наци музейӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ эрнере И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхипе литературин III Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ шкул ачисен хушшинче иртнӗ. Унта Анастасия Владимировӑпа Анастасия Емельянова ятлӑ пикесем та тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Вӗсене 3-мӗш степеньлӗ дипломсемпе наградӑланӑ. Аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова олимпиада пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ май ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Алена Михайловна «Эткерлӗх» этнокультура мультимеди центрӗпе паллаштарма экскурси ирттернӗ. Унта интерактивлӑ элементсемлӑ «Асам» экспозици залӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Google.Translate ҫак кунсенче чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитнӗ. Чӑваш чӗлхи варианчӗ пурин те хальлӗхе курӑнмасть пулин те чӑвашларан вырӑсла ним мар куҫарма пулать — чӑвашла текст кӗртсен хӑйех ӑнланса илет (куҫармалли текст валли «определить язык» лартмалла). Вырӑсларан чӑвашла куҫарас тесен вара, енчен те интерфейсра чӑваш чӗлхи варианчӗ ҫук пулсан — йывӑртарах. Апла пулин те ҫывӑх вӑхӑтра пурин те ҫак куҫармалли мел ӗҫлесе каймалла (Google серверӗсен ҫӗнелмелле теҫҫӗ). Хӑвӑрт кӑна хакланӑ хыҫҫӑн ҫакна калама пулать: чӑвашларан вырӑсла пит аван куҫарать, чылай чухне «Атӑл.Талмачпа» «Яндекс.Тӑлмачран» ирттерет. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне вара пур куҫаруҫӑсен те шайӗ пӗрешкелтерех. Google.Translate-ра чӑваш чӗлхи хушӑннин чи паха енӗ — малашне Ютубри видеосене чӑвашла субтитрсемпе пӑхма май пулӗ. Хальлӗхе ку тутар чӗлхипе кӑна ӗҫлет. Чӑваш чӗлхисӗр пуҫне Гугл.Тӑлмачне ҫавӑн пекех абхаз, авар, пушкӑрт, бурят, чечен, крым тутар, коми, улӑх мари, осетин, тыва, удмурт тата якут чӗлхисене хушнӑ. Ҫак йышри хӑш-пӗр чӗлхесем валли хӑй тӗллӗн куҫаруҫӑ ытти платформӑсенче ҫук та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ. Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси. Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет. Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти пӗрремӗш гимназире калаҫу клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлени пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Асӑннӑ клуба чӑвашла пуплеме йӗркеленӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» калаҫу клубӗ 8 уйӑх ӗнтӗ ӗҫлет. Вӑл пӗрлешӳ 4 енӗпе аталанса пырать. Ӑна пуҫарса яма 7-мӗш класра вӗренекен Александра Попован сӗннӗ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки пӗлтӗр «Белые камни» центрта республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ. Республика етӳҫи ача шухӑшне ырласа йышӑннӑ. Хӗрачана Олег Николаев «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» кӗнекене парнеленӗ. Малашне те хастар пулма суннӑ. «Хӗрача хальлӗхе чӑвашла лайӑх калаҫаймасть, ҫапах та Сашӑн вӗренес кӑмӑлӗ питӗ пысӑк», — пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Телеграмри "Чӑваш Ен калаҫать" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян пирӗн республикӑра Чӑваш чӗлхи анлӑн уявланӑ. Ӑна шкулсемпе ача пахчисенче, социаллӑ учрежденисенче ирттернӗ. Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг пулнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑшра та ҫак ятпа пуҫтарӑннӑ. Унти Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне паллӑ тума вырӑнти Уйӑп Мишши музейӗ умне пысӑк йышпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |